Ĕнер Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров тÿрĕ лини ирттернĕ вăхăтра Ситекпуçĕнчен те унта шăнкăравланă.
Радий Хабиров республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене тăватă сехет ытла хуравларĕ. Ытти ыйтусем шутĕнче культура ĕç-хĕлĕ пирки те чылай проблемăна хускатрĕç. Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕ Инна Никифорова ялти клуба юсаса пĕтерме укçа-тенкĕпе пулăшма ыйтрĕ. Вăл тÿрĕ линие тухрĕ.
— Пушкӑртстан Пуçлăхĕн Радий Фаритович Хабировăн пресс-конференцийӗ тин ҫеҫ вӗҫленчӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакан журналистсемпе халӑх ыйтӑвӗсене 4 сехет ытла хуравларӗ. 4703 ыйту ӑна соцсетьсем урлӑ панӑ. Тӳрӗ эфира Инна Владимировна Никифорова ыйтӑвӗ те лекнӗ. Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнчи коллектив ертӳҫи клуб çуртне юсасси ҫинчен ыйтрĕ. Чӑнах та, кӑҫал эпир ҫурт тӑррине 3,5 млн тенкӗлĕх юсарăмăр. Шалта вара, укҫа ҫуккипе, пурте хурлӑхлӑ пулса юлчĕ. Ҫакӑн пирки Инна Владимировнӑн ыйтӑвӗ пулчĕ те. Радий Фаритович кӗтмен ҫӗртенех мана шăнкăравлама хушрĕ. Ку, чӑнах та, кӗтмен ҫӗртен пулчӗ. Анчах та вӑл ыйтӑва ҫакӑн пек тӗплӗн татса панӑшӑн тата кӑҫал 7 миллион укҫа-тенкӗ уйӑрма сӑмах панӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Ку питӗ лайӑх! Ыйтӑва часах татса парасса шанатӑп.
Р/S: Паян Ситекпуçĕнче сакăр пултарулӑх коллективӗ ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри - халӑх. Радий Фаритовичӑн решенийĕ Ситекпуç ял ҫыннисемшӗн кӑна мар, пирӗн районшӑн та чӑн-чӑн парне пулса тӑчӗ, — çырать социаллă сетьре район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов.
Инна Никифорова калана тăрăх, ĕç-пуç çапла килсе тухасса пачах та кĕтмен вăл. Анчах укçа уйăрса парасси çинчен каласан, калама çук савăннă. Ялти культура вучахне теплĕ юсаса пĕтерме вăй-хал та, укçа-тенкĕ те çитессе шанатпăр.
Марина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.