Оренбургчен 409 ҫухрӑма ҫӗнӗ поезд 6 сехетрен кая мар иртĕ.
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче "Транспорт Урала" форума уҫнӑ церемоние ВДНХ-Экспопа чугун ҫул вокзалӗ хушшинчи телекĕпер режимӗнче хӑвӑрт çÿрекен "Орлан" поездӑн çӗнӗ маршрутне Уфаран Оренбурга ҫити хута янӑ. Кун ҫинчен ПР Пуҫлӑхӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак транспорт проекчӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ 2021 ҫулхи апрельте Уфа—Кумертау участокӗнче чугун ҫулпа поезд хута яни пулнă. "Орлан" экспресс республикӑра пурӑнакансене çула 3 сехет те 50 минут хушшинче, ӗлӗкхи пек 6 сехет те 50 минутра мар, иртме ирӗк панӑ.
—РЖД (Куйбышев чугун ҫулӗпе) пирӗн шанчӑклӑ партнерпа малалла каятпӑр, — тесе ҫырнӑ Пушкӑртстан ертӳҫи. — Ҫур ҫул каялла "Орлан" экспресс "Уфа - Кумертау" маршрутпа кайрĕ. Маршрут вӗҫсе кайрӗ.
Паян ку направление Оренбурга ҫити тӑсрӗҫ. Хӑвӑрт (6 сехетрен кая мар) хӑтлӑ та хӑрушсӑрлӑх. Эпир вара ҫӗнӗ йышӑнусем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Маршрут Дема, Стерлитамак, Салават, Мелеуз тата Кумертау станцисем урлӑ иртет. Хӑвӑрт поезд вагонӗсен пассажирĕсене хӑтлӑ пултăр тесе сывлӑша кондицилекен тата сиенсӗрлетмелли тытӑм йӗркеленӗ, ҫакӑ уйрӑмах коронавирус инфекци тапхӑрӗнче ҫивӗч ыйту шутланать.
Уфаран Оренбурга ҫитмелли ҫул хакӗ 866 тенкӗ пулать.
МИХ информацийĕпе.