Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
26 Ноябрӗн 2021, 16:59

Пишпÿлекри тĕп площадьре ĕç вĕресе тăрать

Пишпÿлек ял Советӗнче Çӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ.  

Пишпÿлекри тĕп площадьре ĕç вĕресе тăрать
Пишпÿлекри тĕп площадьре ĕç вĕресе тăрать

Пишпÿлек ял Советӗнче Çӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ.

Пишпÿлек ялӗн тĕп площадӗнче чӑрӑш лартнӑ ӗнтӗ, икӗ тăвайкки лартнӑ. Пишпÿлекри 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенче, "Журавушка", "Улыбка", "Дюймовочка", "Умка" ача сачĕсенче ĕçлекенсем кунта юр скульптурисем вырнаҫтараҫҫӗ.

Площаде тӗрлӗ тӗслӗ гирляндӑсемпе капӑрлатӗҫ, ҫавӑн пекех пӑр катокӗ туса хурӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул лаптӑкне йӗркелес ӗҫе 2021 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн официаллă страницинчен.

Пишпÿлекри тĕп площадьре ĕç вĕресе тăрать
Пишпÿлекри тĕп площадьре ĕç вĕресе тăрать
Пишпÿлекри тĕп площадьре ĕç вĕресе тăрать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: