Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
30 Ноябрӗн 2021, 09:31

Пушкӑртстанра тата тепӗр фермӑра робот-доярсем ӗҫлӗҫ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра тата тепӗр фермӑра робот-доярсем ӗҫлӗҫ
Пушкӑртстанра тата тепӗр фермӑра робот-доярсем ӗҫлӗҫ

Автоматизациленӗ сӑвассипе иглинсен «Агротех» предприятийӗ Швеци робочӗсене туяннӑ.

Хальхи сумалли залсем, чи чаплă оборудованипе пуянланнӑскерсем, учета автоматизацилеме, сумалли процесне тӗрӗслеме пултараканнисем, Пушкӑртшӑн тахҫанах çĕнĕлĕх мар. Хуҫалӑхсем ытларах та ытларах робот-доярсене ӗҫе тара тытаҫҫӗ, сумалли процесне пӗтӗмпех автоматизацилеççĕ. Роботсем сӗт ытларах суса илме пултараççĕ кӑна мар, процеса тӗрӗс йĕркеленĕ шутран, продуктӑн пахалӑхне лайӑхлатма та пултарӗҫ.

Иглин районӗнче тата тепӗр ферма автоматизациленӗ сӑвӑмсен залне уҫать. Унччен Абзелилпа Кушнаренкă районӗсенче автоматизаци валли Голланди производствин робочӗсем туяннӑ. Иглинсен "Агротех" предприяти вара DeLaval Швеци компани оборудованине суйласа илнĕ.

Иглин районӗнчи Ленинское ялта роботизациленӗ сӑвӑм залне декабрӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра тата тепӗр фермӑра робот-доярсем ӗҫлӗҫ
Пушкӑртстанра тата тепӗр фермӑра робот-доярсем ӗҫлӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: