Пушкӑртстанăн коммуналлӑ службисем ҫанталӑк условийĕсем улшӑннине тимлӗн тишкерсе тăраççĕ, республикăн Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн министерстви "Башинформа" информаци парать.
Пушкăртстанăн ЖКХ министерстви çурт-йĕр хуçисене тата харпӑрлӑх хуҫалăхсен ертӳҫисене юртан та, пăртан та харпăр хайĕн территорине, ҫуртсен тӑррисене, сӑмсисене тасатма яваплӑн чӗнсе калать.
Ҫурт-йĕр территорийӗ ҫывăхĕнче хăрушă пăрлă участока е пÿрт тӑрринчен усӑнса тӑракан пӑрлӑ массӑсене асӑрхасан управляющи компанине систермелле. Васкавлӑ лару-тӑрура Çӑлав службине 112 номерпе шӑнкӑравламалла.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа хулин администрацийĕн социаллă сетĕнчен.