Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
9 Мартӑн 2022, 15:41

Пушкăртстанра çулсем çинчи путăк-шăтăк юсавне хатĕрленеççĕ

Çакăн пирки ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче Пушкăртстан çул-йĕр тата транспорт министрĕ Александр Булушев каланă.  

Ведомство ертӳҫи ҫул ҫинче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен путăк-шăтăксене ҫулсерен юсанине палӑртрӗ. Ҫуркунне вара путăк юсавӗн чи пысӑк калӑпӑшӗ иртет, мӗншӗн тесен юр кайсан ҫул-йӗр ҫитменлĕхĕсем палӑраççĕ. Сӑмахран, пӗлтӗр 127 пин дефекта е 98,5% ытла юсанӑ. Паянхи куна ҫул ҫинче 3 290 путăк ҫырса хунӑ ӗнтӗ, вӗсенчен ҫул-йӗр службин ӗҫченӗсем 1270-шне пӗтернӗ ӗнтӗ. Александр Булушев санкцисем кĕртни 2022 ҫулта путăк юсав ӗҫне ирттересси ҫине ниепле те витӗм кӳменнине палӑртрӗ.

— Паянхи кун "Башкиравтодор" АО филиалӗсен 1 321 тонна сивӗ асфальтобетон хутӑшӗ пур, — терӗ ведомство ертӳҫи. — Ҫавӑн пекех 477 пин тонна тӗрлӗ фракцисен вак чул тата 4 пин тонна битум хатӗрленӗ, иртнӗ ҫулсен опытне шута илсе асӑннӑ материалсен калӑпӑшне республика ҫулӗсем çинчи путăксене юсас енӗпе пурнӑҫламалли материалсем ҫителӗклӗ пулӗҫ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра çулсем çинчи путăк-шăтăк юсавне хатĕрленеççĕ
Пушкăртстанра çулсем çинчи путăк-шăтăк юсавне хатĕрленеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: