Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
21 Июнӗн 2022, 12:58

Республикӑна производительсен кирлӗ таварӗсемпе тивӗҫтернӗ

Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн тата АПКн конкуренци пултарулӑхӗ санкцисем вӑхӑтӗнче  ӳссе кайнӑ.

Республикӑна производительсен кирлӗ таварӗсемпе тивӗҫтернӗ
Республикӑна производительсен кирлӗ таварӗсемпе тивӗҫтернӗ

Пушкӑртстанри суту-илӳпе пулӑшу министрӗ Алексей Гусев Раҫҫей правительствин вице-премьерне Виктория Абрамченкона интервью панă май регионта тавар ҫителӗклӗ пулнине палӑртрнă.

Виктория Абрамченко Раççей рынокӗнчен тухса каясси ҫинчен пӗлтерекен ют ҫӗршыв компанийӗсенчен нумайӑшӗ политика витӗмӗпе усӑ курни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫапах та Раççейра юлма май тупма пулать, вӑл, сӑмах май каласан, апат-ҫимӗҫ рынокӗнче нимӗнле йывӑрлӑх та курмасть. Вырӑнти поставщиксем те пасарта пушанакан вырăнсене йышӑнма хатӗр.

Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачӗ Рустем Ахунов каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн тата АПКн конкуренци пултарулӑхӗ санкцисем вӑхӑтӗнче пачах урӑхла ӳссе кайнӑ, Раççей вара тӗнче рынокӗнче паллӑ вылякан пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне халӗ суту-илӳри тӗп тӗллевсене уҫӑмлӑн палӑртнӑ — малтан шалти рынока тивӗҫтермелле тата ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне сыхласа хӑвармалла, унтан экспорта ямалла.

 «МГ» информацийĕпе.

Республикӑна производительсен кирлӗ таварӗсемпе тивӗҫтернӗ
Республикӑна производительсен кирлӗ таварӗсемпе тивӗҫтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: