Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Чăваш Республикинчи Етĕрне районӗпе килӗшĕве алӑ пуснӑ
Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каланӑ тӑрӑх, канмалли кунсем событисемпе питӗ тулăх пулнă. Вӑл Етĕрне районӗнчи Акатуй уявне хутшӑннӑ, унта вăл Етĕрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Александрович Семеновпа килӗштерсе ĕçлесси ҫинчен Килӗшӳ алӑ пуснӑ. Юлашкинчен туссемпе ҫӗнӗрен хутшӑнас ӗмӗт пурнӑҫа кӗнӗ. Июнӗн 18-мӗшӗнче тӗп документ - Килӗшӳ тунӑ. Предприниматель пӗрлӗхӗпе тӗл пуласси ҫинчен калаҫса татӑлнă та Пишпÿлек районне ҫывӑх вӑхӑтра пырса курма чĕннĕ. Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацийӗн социаллă сетьри страницинчен.