Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
22 Июнӗн 2022, 21:16

Уфа агломерацийӗнче 1,1 миллиард тенкӗлӗх ӑс-хакӑл транспорт системине ӗҫе кӗртеҫҫӗ

#наци проекчĕ

Уфа агломерацийӗнче 1,1 миллиард тенкӗлӗх ӑс-хакӑл транспорт системине ӗҫе кӗртеҫҫӗ
Уфа агломерацийӗнче 1,1 миллиард тенкӗлӗх ӑс-хакӑл транспорт системине ӗҫе кӗртеҫҫӗ

#наци проекчĕ
Конкурентлӑ политика енӗпе ӗҫлекен ПР патшалӑх комитечӗ Уфа агломерацийӗнче "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра ӑс-хакӑл транспорт системине ӗҫе кӗртмелли ӗҫсене пурнӑҫламалли тендер пӗлтернӗ.
Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ - 1 127 364 000 тенкӗ, заявкӑсене июлӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерекенĕн ĕçе темиçе тапхăрпа пурнӑҫламалла пулать. Пӗрремӗш тапхӑрта подрядчикӑн ҫул-йӗр юхӑмӗн (ЦУДД) управленийӗн Центрне йӗркелемелле, вӑл интеграци платформине кӗртет, транспорт лару-тӑрӑвне чăн вӑхӑт йӗркипе аталантарма, светофорлӑ объектсене, метеорологи мониторингне тата ыт.те тытса пыма, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш тапхӑрта ӑс-хакӑллă транспорт тытӑмне ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.


"Башинформ" информацийĕпе.


Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

Уфа агломерацийӗнче 1,1 миллиард тенкӗлӗх ӑс-хакӑл транспорт системине ӗҫе кӗртеҫҫӗ
Уфа агломерацийӗнче 1,1 миллиард тенкӗлӗх ӑс-хакӑл транспорт системине ӗҫе кӗртеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: