Пушкӑртри пысӑк предприятисем "Ҫар-2022" форума хутшӑнни ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн социаллă сетьри страницинче каласа панӑ.
Хабиров пӗлтернӗ тӑрӑх, çак кунсенче Мускав облаҫӗнче иртекен ҫар техника форумне "ОДК-УМПО", "КумАПП", "Витязь", "Полигон", "МЕГИ" тата регионти ытти предприятисем явӑҫаҫҫӗ.
"Юлашки темиҫе ҫул хушшинче республика ҫӗршыв оборона комплексӗ валли продукци туса кӑларакансен шутне ҫирӗппӗнех кӗрет. Эпир стратегилле предприятисене тӑрсах пулăшатпăр, вӗсенчен нумайӑшӗпе импорта улӑштарас, производствӑна диверсификацилес, заказсен портфельне ӳстерес енӗпе тачӑ ӗҫлетпӗр", — ҫырнă Пушкӑртстан ертӳҫи.
Радий Хабиров "Ҫар-2022" форума Европӑри, Азири, Африкӑри тата Латин Америкинчи ҫӗршывсенчи экспертсем хутшӑннине палӑртнӑ. Ку Раççей, чылай патшалӑхсем санкци панӑ пулин те, тӗнче арени ҫинче хӑйӗн пӗлтерӗшне упранине тепӗр хут кӑтартса парать.
https://resbash.ru/news/ekonomika/2022-08-15/predpriyatiya-bashkirii-uchastvuyut-v-voenno-tehnicheskom-forume-armiya-2022-2910468