Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ĕç-хĕл
27 Апрелӗн , 11:58

Пишпÿлексем "Ешĕл Пушкăртстан" акцие хутшăнаççĕ

Паян, апрелĕн 27-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнче "Ешĕл Пушкăртстан" акци иртрĕ.    

Пишпÿлексем "Ешĕл Пушкăртстан" акцие хутшăнаççĕ
Пишпÿлексем "Ешĕл Пушкăртстан" акцие хутшăнаççĕ

Акцие ӗҫ коллективӗсем тата сÿрĕк мар кӑмӑллă ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Пишпÿлексем Пишпÿлек-Демски автоҫул хĕррипе хыр йывӑҫҫисем лартса тухнӑ.

Ҫакӑн валли уйра сухаласа пӑрахнӑ темиҫе йӑрӑм хатӗрленĕ. Пӗрисем шăтăксем чавнӑ вӑхӑтра теприсем хӑйсем валли хунавсем хатӗрленӗ.

Халӗ те республикӑра ырӑ йӑлапа "Ешĕл Пушкӑртстан" акцие ҫулталӑкне икӗ хут – ҫуркунне тата кӗркунне ирттереҫҫӗ. Пурӑнакансемпе тата вӗренекенсемпе тӗлпулусенче регион пуҫлӑхӗ яланах "Ешĕл Пушкӑртстан" – пирӗн республикӑри чи ҫутӑ ҫемье акцийӗсенчен пӗри пулнине палӑртать.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Неля Сабахова.

Пишпÿлексем "Ешĕл Пушкăртстан" акцие хутшăнаççĕ
Пишпÿлексем "Ешĕл Пушкăртстан" акцие хутшăнаççĕ
Пишпÿлексем "Ешĕл Пушкăртстан" акцие хутшăнаççĕ
Пишпÿлексем "Ешĕл Пушкăртстан" акцие хутшăнаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: