«Тепловик» МУП шыв пӑрӑхӗн участокӗн мобильлӗ бригади район центрӗнчи шыв сечӗсене кӗрхи-хӗллехи сезона хатӗрлет.
Район центрӗнчи «Тепловик» МУП ӗҫченӗсен пысӑках мар, анчах туслӑ ӗҫ коллективӗ умӗнче кашни ҫул хутса ӑшӑтмалли сезон вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кун йӗркине тӳрех хӑйсен пӑхӑнса тӑракан объекчӗсен - ку вӑл муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн балансĕнче тӑракан тӗп котельнӑйӗн, нумай километрлӑ ӑшӑ сечӗсен тата шыв пӑрӑхӗсен — ҫӗнӗ кӗрхи-хӗллехи сезонне хатӗрленмелли план мероприятийӗсем тухаҫҫӗ.
— Пирӗн ӗҫӗн уйрӑмлӑхӗ ҫапла, - тет «Тепловик» МУП ертӳҫин тивӗҫӗсене кӑҫалхи июлӗн 9-мӗшӗнчен тытӑннӑ Алексей Карцев, унччен организацин цех пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑннӑскер, ҫавӑнпа та кулленхи пур ыйтӑва та татса пама лайӑх пӗлекенскер. — Хальлӗхе район центрӗнчи шыв пӑрӑхӗсене кивелнӗ уйрӑм участоксенче улӑштарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫе, подрядчик туса пӗтернӗ темелле. Ҫапла пахалӑхлӑ та кӗске вӑхӑтра шыв пӑрӑхӗсен кивӗ тимӗр пӑрӑхӗсене çӗнӗ ПНД — райцентрти Строительная, Садовая, Овражная,Приютовская тата Центральная (ӗҫе ҫӑкӑр пӗҫерекен завод таврашӗнче туса пынӑ) урамсенчи хальхи пӗчӗк пусӑмлӑ пластик пӑрӑхсене улӑштарнӑ. Чулпан ялне шыв ҫӑлкуҫӗнчен пуҫласа насус управленийӗ таран ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ тӑснă. Пирӗн ӗҫченсем алӑ усса ларман. Хальлӗхе мобильлӗ бригада шыв пӑрӑхӗн участокне тӗпрен юсамалли ӗҫсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ план кӑтартăвĕсенчен аллӑ процент ытла.
План нормативӗсем тӑрӑх ҫулсерен «Тепловик» предприяти хӑйӗн вӑхӑтне тивӗҫтернӗ киввисене пӗр километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗсен сечӗсене улӑштарать. Кун валли малтанах кирлӗ монтаж материалне хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫмелли шыва вӑхӑтлӑха чармалли графика массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ халӑха ҫитереççĕ.
— Пирӗн «Тепловик» МУП шыв пӑрӑхӗсен участокӗн бригади цех начальникӗ Вильмир Ахнафович Ахметзянов ӑста ертсе пынипе ҫу уйӑхӗнченех шыв пӑрӑхӗсен сечӗсене кулленхи тата тӗпрен юсать, — каласа парать Алексей Николаевич. - Эпир халӗ пӑрӑхсене водопровод участокӗн бригадипе улӑштарас тӗлӗшпе ӗҫлекен подрядчик ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ участоксенче касса кӑларатпӑр. Унпа пӗрлех уйрӑм секторта, унта пурӑнакансем те хӑйсен ҫурчӗсем патне ҫӗнӗ пӑрӑхсемпе шыв пӑрӑхӗсем илсе ҫитереҫҫӗ, кашни кун виҫ-пилӗк çурта çыхăнтаратпăр. Меллĕ самантпа усӑ курса шыв пӑрӑхӗсен Вильмир Ахметзяновăн бригадине тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тӑвас килет. Вӗсем Виталий Игнатьев мастер, Владимир Русаков, Рустам Рахматуллоев, Радик Саяхов, Анатолий Гришин, Рузиль Гатауллин Александр Егоров слесарьсем. Бригадӑра хӑйсен ӗҫӗн опытлӑ ӑстисем Азат Саниев сварщикпа Роберт Султанов экскаваторщик пулма кирлӗ. Кашни кун вӗсем ударлӑ, пĕр ӳпкелешӳсӗр тӑрӑшаҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.