+15 °С
Ясно


Кӗркунне тӑрӑшуллӑ ӗҫ ҫимӗҫне пӗтӗмлетсе пухмалли вӑхӑт. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта йӑлана кӗнӗ тата тахҫантанпах кӗтнӗ акци пулнă, унта 8 «б» тата 9 «б» классенче вӗренекенсем хастар хутшӑннă.
Ачасем пӗр шухӑшлӑ та питӗ лайӑх кӑмӑлпа вӑй хунӑ. Аслӑ классенче вӗренекенсем тӑрӑшнипе, ӗҫе хӑвӑрт тата ҫухатусӑр пурнӑҫланӑ. Халӗ шкул ачисен аллипе ӳстернӗ ҫӗнӗ те усӑллӑ пахчаҫимӗҫ шкул столовӑйне пуянлатӗ, апат ҫинĕ чухне питӗ лайӑх витамин хушӑмӗ пулӗ.
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/bssh2