Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
2 Сентябрӗн 2021, 10:34

Уфара çутăпа музыка фонтанне уçнă

Совет площадӗнче комплекслӑ реконструкци шайӗнче ҫутӑпа музыка фонтанӗ уҫӑлчӗ.  

Уфара çутăпа музыка фонтанне уçнă
Уфара çутăпа музыка фонтанне уçнă

Совет площадӗнче комплекслӑ реконструкци шайӗнче ҫутӑпа музыка фонтанӗ уҫӑлчӗ.

Фонтан уҫнӑ ҫӗре республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑнчӗ.

Площаде тирпей-илем кӗртесси 2020 ҫулхи ҫулла пуҫланнӑ. Унӑн территорийӗ ултӑ метра пысӑкланнӑ. Ватă ҫӑкасене хăварма тата ҫамрӑк ҫӑкасемпе майĕпен улӑштарма шут тытнă. Педуниверситет площачӗпе юнашар Совет урамне йӗркене кĕртрӗҫ те сквер хывнă.

Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, площаде реконструкцилемелли пӗрремӗш пайӗ вӗҫленсе пырать. Çутăпа музыка фонтанӗ техника тĕлĕшĕнчен питӗ кӑткӑс, анчах питӗ ҫутӑ. Тепӗр ҫул площадьре аркӑллӑ ансамбль тата дивизи командирне Минигали Шаймуратова чысласа палӑк пулӗҫ.

Ҫакна та палӑртмалла: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче пуҫарнӑ ыйтӑма Уфара пурăнакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унӑн теми — Уфари хăш парк зонинче ыттисенчен ытларах тирпей-илем кӗртмелле.

 «МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий ШАХОВ.

Уфара çутăпа музыка фонтанне уçнă
Уфара çутăпа музыка фонтанне уçнă
Уфара çутăпа музыка фонтанне уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: