Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
9 Октябрӗн 2021, 19:46

Хӗл ҫывӑх: Пушкăртстанăн кӑнтӑр енче ҫӗрле пӗрремӗш юр ҫурӗ

Кумертаура пурӑнакансем юрпа витӗннӗ хулан фотографийӗсене кăлараҫҫӗ.  

Хӗл ҫывӑх: Пушкăртстанăн кӑнтӑр енче ҫӗрле пӗрремӗш юр ҫурӗ
Хӗл ҫывӑх: Пушкăртстанăн кӑнтӑр енче ҫӗрле пӗрремӗш юр ҫурӗ

Кумертаура пурӑнакансем юрпа витӗннӗ хулан фотографийӗсене кăлараҫҫӗ.

Картишӗнче октябрӗн пӗрремӗш эрни кӑна, анчах Пушкăртра ҫанталӑк сюрпризсем парсах тӑрать. Сӑмахран, республикăн кӑнтӑр енче ҫӗрле пӗрремӗш юр ҫунӑ. Кумертаура пурӑнакансем иртенпех юрпа витӗннӗ хулан сӑнӳкерчӗкӗсене, йывӑҫсемпе урамсене, мамӑк юрпа витӗннӗ урамсен сăнÿкерчĕкĕсемпе пĕр-пĕрне паллаштарчĕç, анчах юр ирӗлсе пĕтсе, пылчӑкпа кӳлленчӗксем хӑварчӗ.
- Хӗл ҫывӑх. Урра! Часах Çӗнӗ ҫул, - савӑнаҫҫӗ хула ҫыннисем.
- Хӗл ҫитрӗ те ҫавӑнтах кайрӗ те, - тӑрӑхлаҫҫӗ ыттисем.
Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 27-мӗшӗнче, юр хӳсе кайнипе Белорецк трасси ҫинче машинăсем капланса ларнă: фурăсемпе автомобильсен пăрпа юр пӑтти тӑрӑх аран-аран шӑваҫҫӗ. Каярахпа йӗпе юр республикӑри ытти хуласенче те ҫума пуҫларӗ.
"Комсомольская правда- Уфа" информацийĕпе.

Хӗл ҫывӑх: Пушкăртстанăн кӑнтӑр енче ҫӗрле пӗрремӗш юр ҫурӗ
Хӗл ҫывӑх: Пушкăртстанăн кӑнтӑр енче ҫӗрле пӗрремӗш юр ҫурӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: