Массачусетри технологи институчӗн ӗҫченӗсем кӗпе-йӗм корзинкин тӗпӗнче ҫӑра уҫҫисем тупма пултаракан робот туса хатӗрленӗ. Ҫӑраҫҫи ҫумне радиочастотӑна кӑтартакан ятарлӑ бирка ҫирӗплетмелле ҫеҫ — бирка вӑл йӳнӗ, батарейӑсӑр ӗҫлет. Робот радиочастотӑсем кӑларать те предмет ҫумне ҫирӗплетекен биркӑран тухакан сасса тытать. Япала ӑҫта пулнине ӑнланса, робот видеокамера хускатать те автомат аллипе япаласене турта-турта кӑларма тытӑнать. Кашни япалана вӑл видеокамерӑпа пӑхать, ҫӑра уҫҫисем ӑҫта пулнине тӗрӗслет. Робот хусканӑвӗсене искусство интеллекчӗ илсе пырать, ҫав интеллектат вӑл е ку япаласене уйӑрса илме тренировка тӑвать. Конструкторсем каланӑ тӑрӑх, роботӑн шыравӗ тӗслӗхсен 96 проценчӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Кунта ҫухалнӑ ҫӑраҫҫи ҫинчен кӑна маар калаҫу пырать — ҫавӑн пек роботсем, сӑмахран, складсенче е магазинсенче ӗҫлеме пултараҫҫӗ, унта яланах япаласене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса ҫӳремелле.
Тӗплӗнрех.: https://www.nkj.ru/facts/42245/