Инҫетри Ҫурҫӗр районĕсен переченьне тата вӗсем ҫумӗнчи территорисен переченьне Министрсен кабинечĕ ҫирӗплетнӗ.
РФ Правительстви Инҫетри Ҫурҫӗр районĕсен переченьне тата вӗсен ҫумӗнчи территорисен ҫӗнетнӗ вариантне ҫирӗплетнӗ. Географи списокӗ улшӑнман тесе палӑртнӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав документӑн малтанхи редакцийӗсене кӗрекен мӗнпур территорире пурӑнакансем хӑйсене паракан ҫӑмӑллӑхсене, компенсацисене тата патшалăх гарантисене малалла та илсе тӑраҫҫӗ.
"Инҫетри Ҫурҫӗр регионĕсен списокне 1992 - 1994 ҫулсенче тунӑ, ун хыҫҫӑн вара нумай улшӑну тӳснӗ. Ҫӗнӗ вариант ҫӗршывӑн хальхи муниципалитет-территори тытӑмӗпе тата пӗр килет", — ӑнлантарнӑ правительствӑра.
Документ 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.
Инҫетри Ҫурҫӗр территорисен переченьне Якути, Магадан тата Мурманск облаҫӗсем, Ненец, Чукотка, Ямал-Ненец автономи округӗсем тата Камчатка крайĕ кӗреҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне списока Амур, Архангельск, Иркутск, Сахалин, Томск тата Тюмень облаҫӗсен, Забайкалье, Красноярск, Хабаровск, Пермьпе Приморски крайсен, ҫавӑн пекех Алтай, Буряти, Карели, Коми тата Тыва республикисен уйрӑм пайӗсене кӗртнӗ.
https://iz.ru