Ӳсӗр руль умне ларса правасӑр юлнӑ водительсене, медосвитетельствовани иртнӗ чухне прависене тавӑрса пама эрех-сӑрапа наркотиксене тӗрӗслӗҫ. Кун ҫинчен Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин приказӗ ҫине янӑ ссылкӑпа Риа Новости ҫырать, вӑл 2022 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Риа Новости пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп штат тулашӗнчи специалисчӗ психиатр-нарколог Евгений Брюн ҫак категорири водительсен химико-токсикологи тӗпчевӗ иртмелле пулать, ҫакӑ психоактивлӑ хутӑшсемпе усӑ курнипе курманнине кӑтартса парать, ҫавӑн пекех юн тата (е) шӑк лаборатори тӗпчевӗсем вӑраха кайнӑ ӗҫке кӑтартнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пек мерӑсем психика чирӗсене пула тата эрех-сӑра ӗҫнипе ҫыхӑннине пула диагностика тӑвас тӗллевпе кирлӗ.