-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Паян Йăлпăлакра БСТ каналăн ĕçченĕсем ял халăхĕ ППМИ хутшăнни пирки сюжет ÿкернĕ. Ялта Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă, вăрçă хирĕнче пуçне хунă, Çĕнтерÿпе таврăннă ентешсен хушамачĕсене çырса стела лартасшăн, ял варринчи парка тирпей-илем кĕртесшĕн.
Пухусем иртнĕ, хатĕрленÿ ĕçĕ пырать. Ял-йыш вĕсен пуçарăвĕ конкурсра çĕнтерессе шанать.
БСТ каналра сюжета хăçан кăтартасси каярах паллă пулать.
Сăмах май каласан, БСТ ÿкерÿ ушкăнĕ Пишпÿлек районĕнче темиçе сюжет ÿкернĕ, çав шутра Пишпÿлекри "Парус" физкультурăпа сывату комплексĕнче, Дюсянра, Кăрканта тата ытти те.
Марина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Марина ИВАНОВА.