Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин апрелӗн 25-мӗшӗнче 2022-2031 ҫулсенче Наукӑпа технологисен вунӑçуллăхĕ пуласси ҫинчен калакан Указа алӑ пуснӑ.
Йышӑнӑва "обществӑпа ҫӗршыв аталанӑвӗн пысӑк тӗллевӗсене татса парас ӗҫре наукӑпа технологисен рольне вӑйлатас тӗллевпе" йышӑннӑ.
Право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленнӗ указпа килӗшӳллӗн Вунӑçуллăха иртмелли тӗп тӗллевсем шутланаҫҫӗ:
пултаруллӑ ҫамрӑксене тӗпчевсемпе ӗҫ сферине явӑҫтарни;
тӗпчевҫӗсемпе хатӗрлевҫӗсене обществӑпа ҫӗршыв аталанӑвӗн пысӑк тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшасси;
Раҫҫей наукин ҫитӗнӗвӗсемпе малашлӑхӗсем ҫинчен калакан информаци майлӑхне ӳстересси.
МИХ информацийĕпе.