Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
6 Майӑн 2022, 20:39

Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине ятарлӑ сайта вырнаҫтарнӑ

Меллӗ пултӑр тесе карттӑна федераци округӗсемпе пайланӑ.

Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине ятарлӑ сайта вырнаҫтарнӑ
Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине ятарлӑ сайта вырнаҫтарнӑ

Ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен эткерлӗхне тӗрӗ урлӑ сарас тӗллевпе «Вышитая карта России» (чӑвРаҫҫейӗн тӗрленӗ картти) проекта хута янӑ. Халӗ унпа тӗнче тетелӗнче паллашма пулать. Пӗрлехи пусман пайӗсене вышитаякартароссии.рф сайта вырнаҫтарнӑ.

Сайта кӗрсен карттӑн тӗрлӗ регионта хатӗрленӗ уйрӑм пайӗсене ҫеҫ мар, кашни композцин техникине тишкерме, ӑстасен ячӗсене пӗлме пулать.

Меллӗ пултӑр тесе карттӑна федераци округӗсемпе пайланӑ.

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сайта халӗ малалла пуянлатаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регонӗнчен материалсем килнӗҫемӗн вӗсене сайта вырнаҫтарса пырӗҫ.

#культура#чӑвашлӑх#йӑла-йӗрке

 
Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине ятарлӑ сайта вырнаҫтарнӑ
Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине ятарлӑ сайта вырнаҫтарнӑ
Автор:
Читайте нас: