Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
20 Майӑн 2022, 18:13

Уфара Уралӑн XXV спорт программированипе чемпионачӗ иртет

Уфана ҫӗршыври 16 университет студенчĕсем ӑмӑртма килнӗ.

Уфара Уралӑн XXV спорт программированипе чемпионачӗ иртет
Уфара Уралӑн XXV спорт программированипе чемпионачӗ иртет

Уфари патшалӑх авиаци тата техника университетне чи лайӑх студент-программистсем Уралӑн уҫӑ команда чемпионатне хутшăнма килнĕ. Чемпионат УГАТУра пиллӗкмӗш хут иртет, кӑҫал ăна университет 90 ҫул тултарнине халалланӑ. Ӑмӑрту майăн 20-мĕшĕнчен пуҫласа 21-мӗшĕччен иртӗ.
Уфана ҫӗршыври 16 университет студенчĕсем ӑмӑртма килнӗ. УГАТУ тӑватӑ команда тăратнă. Кашни командӑра виҫӗ ҫын, 11 задание пурнӑҫлама виҫӗ сехет параҫҫӗ. Ăмăртура Тӗнче чемпионачӗн ҫурма финал шайӗнчи спорт программированипе ҫыхӑннӑ заданисем пуласса палӑртаҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Уфара Уралӑн XXV спорт программированипе чемпионачӗ иртет
Уфара Уралӑн XXV спорт программированипе чемпионачӗ иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: