Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕлĕх
27 Июнӗн 2022, 22:05

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллă сетьра "Цифрӑллӑ пурлӑхпа строительство" суперсервис ҫинчен каласа панă

Тĕплĕнрех - сайтра.

Радий Хабиров патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсем республикӑра пурӑнакансемшӗн тата бизнесшӑн электронлӑ майпа вӑхӑта, вӑй - хала перекетлеҫҫӗ, чи кирли-патшалӑхпа ҫыхӑнса тӑнă май килнӗ таран хӑтлӑ пулса тӑрать тесе шутлать.
Республика ертӳҫи "Цифра пурлӑхӗпе строительство" суперсервис Пушкӑртстанри Цифра министерстви Ҫӗр хуҫалӑх министерствипе Строительство министерствипе пĕрле туса хатӗрлени ҫинчен каласа панă. Ҫак сайтра строительствӑна пуҫлакансем валли пӗтӗм информаци пухнӑ. Вӑл ссылка панă https://stroyka.bashkortostan.ru/ тата суперсервис малалла аталанса пынине палӑртнӑ. Сӑмахран, Хабиров каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫри лару-тӑру уйрӑмне усӑ куракансен ыйтӑвӗсене шута илсе тултарӗҫ.
Радий Хабиров усӑ куракансене меллӗ пултӑр тесе типлӑ лару-тӑрӑва темиҫе сценари туса хатӗрленӗ- торгри участока туяннинчен е ӑна тӳлевсӗр илнинчен пуçласа ҫурт тума тата сетьсем ҫумне ҫыхӑнтармалли договор туса хатӗрличен. "Халӗ документсене кирек хӑш тапхӑрта та хутла ҫырас тесен сехечӗ-сехечӗпе нормативкӑна вӗренмелле мар-хул хушшине темиҫе кӑшкӑр хӗстермелле, - палӑртнă регион Пуҫлӑхӗ. - Кунпа пӗрлех онлайн пулӑшӑвне те илме пулать. Кирлӗ пулӑшу электронлӑ тӗсе куҫарман пулсан - сервис ӑна ӑҫта илмеллине каласа парӗ. Пурте хӑвӑрт та меллӗ, ытлашши сӳсленмесӗр".
"МГ" информацийĕпе.

ссылка -https://stroyka.bashkortostan.ru/

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллă сетьра "Цифрӑллӑ пурлӑхпа строительство" суперсервис ҫинчен каласа панă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллă сетьра "Цифрӑллӑ пурлӑхпа строительство" суперсервис ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: