Июлӗн 29-мӗшӗнче Уфара РФ Финанс министерствин патшалӑх тата муниципалитетӑн социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсем тума заказ паракан пилот проекчӗн ҫӗршыври 34 регионӗнче пурнӑҫланине сӳтсе явакан пӗтӗм Раҫҫейри семинар-канашлӑвӗ вӗҫленӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче паян пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ, конкурса тӗпе хурса валеҫекен пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗн кӑтартӑвӗсем тӗлӗшĕпе сĕневсем парӗҫ. Ҫавӑн пекех ГЧП проекчӗсем шайӗнче социаллӑ заказ инструменчӗсемпе усӑ курасси, социаллă заказпа пуҫару бюджетне интеграцилемелли майсем, социаллӑ витӗмлӗх тата "коробка йышӑнӑвӗсене" ӗҫе кӗртме майсем пурри ҫинчен сӳтсе явма палӑртнӑ.
Форума ҫӗршыври 33 регионти 250 специалист хутшӑнать. Пушкӑрт виҫӗ енлӗ "пилота" хутшӑнчӗ: спорт хатӗрлевӗ, шкул туризмӗ, килте социаллӑ пулӑшу парасси. Проекта патшалӑхăн мар 200 организацине явӑҫтарнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.