Пушкӑртстан "Ӑслӑ хула" хула хуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Наци премине хутшӑнма виҫӗ номинаципе заявкӑсем панӑ.
"Пурӑнмалли çурт-йӗр" отрасль номинацийӗнче "Юрта" нумай функциллӗ цифра платформи хутшӑнӗ, вӑл республикӑра пурӑнакансене ЖКХ сферинче нумай ыйтӑва татса пама пулӑшать.
"Инфратытӑм" номинацире - автоматизациленӗ "РУБИН: ИРД ăсатни" информаци системи. Вӑл тӗрлӗ сетьсемпе технологи тӗлӗшӗнчен хутшӑнмалли сроксене чылай чакарма май парать.
"Муниципалитет управленийӗ" ятарлӑ номинацире - пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен поставщикӗсем ҫине янӑ Пушкӑрт Республикинчи ЖКХ регионти информаци тытӑмӗн проекчӗ.
Пушкӑртстан Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, Пушкӑрт федераци сервисӗсене аталантарать кӑна мар, регион проекчӗсене те туса хатӗрлет. Хӑйӗн цифра сервисӗсене аталантарас енӗпе регион Раҫҫейӗн чи активлӑ субъекчӗсен шутне кӗрет. Регион Премьер-министрӗ республикӑра малта пыракан чылай йышӑну ӑнӑҫлӑ иртнине, пӗтӗм ҫӗршыва анлӑн сарӑлма пултарнине палӑртнӑ.
Палӑртса хӑваратпӑр, "Ӑслӑ хула" хула хуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Наци премине Раҫҫей регионӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вӑтӑр номинацире – персональнӑй, отрасль тата ятарлӑ номинацисенче палӑртӗҫ. Преми панӑ чаплӑ церемони апрелӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен Красноярскра иртет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-17/tri-proekta-iz-bashkirii-uchastvuyut-v-natsionalnoy-premii-umnyy-gorod-3181709