Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти хыпарсем
2 Октябрӗн , 12:32

Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă

Кун пирки район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа кӑтартнӑ.

Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă. Кун пирки район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа кӑтартнӑ:
- Ӑслӑлӑхпа хисеп кунӗнче тивӗҫлӗ канури пирӗн ветерансемпе тӗл пултӑмӑр. Тӗлпулӑва пирӗн чаплӑ фотографӑн Олег Николаевич Андреевӑн ӗҫӗсен куравӗнче ирттертĕмĕр, унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем пире каллех Пишпÿлек районӗн тата унта пурӑнакансен иртнӗ кун-ҫулне таврӑнма май параҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫне тӑван тӑрӑха халалланӑ ҫынсемпе курнӑҫса калаҫма, иртнӗ ҫулсенчи кӑсӑк историсене аса илме ҫав тери аван пулчӗ. Сире кашнине пӗтӗм чунтан ырӑ сывлӑх тата хастар вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп! Паллах, Олег Андреева ĕçĕсемшĕн тата курава йӗркелекенсене уйрӑммӑн тав! Пурте питӗ лайӑхчӗ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Пишпÿлекре Олег Андреевӑн фотоĕçĕсен куравĕ пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас