Ситекпуç ялӗнче Павловсен ҫемйи пурӑнать. Ҫемье пуҫӗ, Валерий Алексеевич, малтанхи кунсенчех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ, Лидия Николаевна - волонтерсен юхӑмне хастар хутшӑнакан.
Валерий Алексеевичпа Лидия Николаевна пилӗк ачана, кашнинех ҫӳллӗ мораль принципӗсемпе патриотизм кӑмӑлӗпе пӑхса ӳстернӗ. Аслӑ ывӑлӗсем, Николайпа Андрей, хальхи вӑхӑтра СВО зонинче ҫапӑҫу тӗллевӗсене пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Кӗҫӗнни, Кирилл, Белгород облаҫӗнче сроклă хӗсметре тӑнӑ, ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ.
Павловсен ҫемйи «Защитники Отечества» фондпа БСТ телеканалӑн пӗрлехи передачин геройӗ пулса тӑнӑ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Валерий Алексеевичпа пӗр кун ирттернӗ. Вӑл Пишпӳлекри 3-мӗш шкулта вӗренекенсемпе хутшӑннă, «Защитники Отечества» Патшалӑх фончӗн Пушкӑртстан Республикинчи филиалӗн ертӳҫипе Гульнур Галинуровна Кульсаринапа тата район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеевпа тӗл пулнă.
Кӗҫех БСТ каналӗнче ҫак ӳкерӳ кунӗнче кадра мӗн лекнине йӑлтах куратӑр. Программа эфира тухнӑ кунпа вӑхӑт пирки хушма пӗлтерӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbi