"Активное долголетие" программа шайӗнче Пăслăкри СМФКра аслӑ ӑру представителӗсем валли "Юрӑ ҫиппи" музыка хӑна пӳлӗмӗ иртнӗ. Мероприяти пултарулӑх канӑвне популяризацилеме тата элегантлӑ ӳсӗмри ҫынсен социаллӑ хастарлӑхне упрама тӗллев лартнӑ.
Кунашкал тӗлпулусем аслӑрах ӳсӗмрисен кану вӑхӑчӗ хастар пулма пултарнине тата пулмаллине ӗнентереҫҫӗ. Юрӑ-кӗвӗ пултарулӑхӗ эмоциллӗ лару-тӑрӑва ырӑ витӗм кӳрет, астăвăма хӑнӑхтарать тата, чи кирли, пӗрлӗх туйӑмне нимӗнпе те танлаштармалла мар парнелет. Каҫ ӑшӑ, туслӑ атмосферӑра иртнӗ, хутшӑнакансене нумай ырӑ туйӑм парнеленӗ, чи лайӑх ҫулсем малта пулнине ӗнентернӗ.
https://vk.com/wall-114426851_6643