+18 °С
Облачно


Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Йăлпăлак ялӗнче субботник иртнӗ, ун шайӗнче ҫынсем масар тата Ҫӗнтерӳ паркӗн территорийӗнче, ҫавӑн пекех ялти клуб ҫурчӗ ҫумӗнче тирпейленӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн паркри мероприятие хутшӑнакансем йывӑҫсене шуратнă, ҫулҫӑсене, туратсене, ҫӳп-ҫапа тирпейленĕ, тӑван яла тирпей-илем кӗртессишӗн тӑрӑшнă.
Субботник ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра иртнӗ, унта пурте пӗрле пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫе хаваспах пурнӑҫланă. Ҫакӑн пек пуҫарусем ҫынсене пӗрлештерсе яла тасарах та илемлӗрех тӑваҫҫӗ. Маттурсем!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.