

Августӑн 2-мӗшӗнче, Пишпÿлекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче Раҫҫейӗн Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне уявланӑ ятпа чаплӑ митинг пулнă.
Мероприяти Сывлӑш-десант ҫарӗсен ветеранӗсене, общественность представителӗсене тата районта пурӑнакансене пӗрлештернӗ.
Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов пухӑннисене пурне те ВДВ кунӗпе саламланă:
«Хисеплӗ ентешсем! Хаклӑ салтак-десантниксем тата сывлӑш-десант ҫарӗсен ветеранӗсем!
Сире Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунӗпе саламлатӑп!
Паян эпир десант службин хаяр шкулне иртнисене, тельняшкӑпа сенкер берет тӑхӑннисене мӑнаҫлӑн чыслатпӑр.
Пишпÿлек районӗнчи ҫунатлӑ пехотӑн боевой тӑванлӑхӗ вӑл — чӑн-чӑн патриотизм, ҫирӗп кӑмӑл тата тӗслӗхлӗ пӗрлӗх тӗслӗхӗ. Эсир тӑван район пурнӑҫне хастар хутшӑнатӑр, ҫамрӑксене воспитани паратӑр, ҫар йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн тӑрӑшатӑр. Паллах, Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме яланах хатӗр. Ҫакна эпир халӗ те, пирӗн ҫӗршыв ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттернӗ чухне те ӗненетпӗр.
Десантниксенчен нумайӑшӗ, паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартса, СВОна кайнă. Сӑмахран, Валерий тата Виталий Николаевсем — Хушăлкари иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансем. Валерий — ятарлӑ ҫар операци ветеранӗ, Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ, халӗ аманнине пула килне таврӑннӑ. Виталий ҫапӑҫу тӗллевӗсене чыслӑн пурнӑҫласа БПЛА ретӗнче хӗсметре тӑрать. Паян вӗсемпе Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисен паркӗнче иртнӗ чаплӑ митингра тӗл пултӑмӑр. Вӗсем Пишпÿлек районӗн чӑн-чӑн геройӗсемпе мӑнаҫлӑхӗ!
Хисеплӗ десантниксем, сире уяв ячӗпе тепӗр хут саламлатӑп! Сире тата сирӗн ҫемьесене пӗтӗм чӗререн ырӑ сунатӑп! Сирӗн ҫарпа пурнӑҫ опычӗ малалла та тӑван район, республика тата Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ӗҫлетӗр! Пире пурне те пуҫ тӑрринче тӑнӑҫ тӳпе!»
Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов тата районти ҫар комиссариачӗн граждансене ҫар службине хатӗрлекен тата чӗнекен пай пуҫлӑхӗ Ильгиз Нагимов ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлесе хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлакансене тав сӑмахӗсем каланă, десантниксем ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă тата пирӗн ентешсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен историлле асра тытни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
Пухӑннисем служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑйсен пурнӑҫне панӑ салтаксене пӗр минут шӑп тӑрса асăннă. Мероприяти легендарлӑ генерал В.Ф. Маргелов бюсчӗ патне чечек хурас церемонипе вӗҫленнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.