+17 °С
Облачно


Сентябрӗн 4-мӗшӗнче Хушăлкари вăтам шкулта кӗрхи йӑлана кӗнӗ ҫӗрулми кăларасси пуҫланнă. 10-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекенсем пахчана тухса хӑйсене чи лайӑх енчен кӑтартнă.
Ачасем туслӑ, килӗштерсе, лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа ӗҫленĕ. Тавах сире ӗҫченлӗхшӗн, яваплӑхшӑн тата командӑра питӗ лайӑх ӗҫленӗшӗн. Кӗркунне — пӗрремӗш пӗтӗмлетӳсем тумалли вӑхӑт, паянхи куна актива тӗп-тӗрӗс кӗртме пулать.
Класс ертӳҫисемпе шкул ӗҫченӗсене процеса йӗркеленӗшӗн уйрӑм тав. Малалла — ытларах.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.