

Алексеевка ялӗнче «Улмуҫҫи сачĕ» Асӑну парка тирпей-илем кӗртесси» ППМИ-2026 ҫӗнтерӳҫĕ проекта пурнӑҫа кӗртме старт панӑ.
Алексеевкăри «Улмуҫҫи сачӗ» Асӑну паркне тирпей-илем кӗртме тытӑннӑ, унӑн проекчӗ 2026 ҫулхи вырӑнти пуҫарусене пулӑшас конкурсӑн (ППМИ) ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри пулса тӑнӑ.
«Комплекс Строй» ООО подряд организацийӗ ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне тытӑннӑ: ҫӗр лаптӑкне планлатнă, кивӗ йывӑҫсемпе тӗмсене кӑкланӑ, тӑпран ҫӳлти сийне илсе турттарма пуҫланӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн, ҫӗнетнӗ паркра виҫӗ функционаллӑ зона йӗркелӗҫ:
- Ҫамрӑксене активлӑ канма баскетбол площадки;
- Уҫӑ тӳпе айӗнчи тренажер зони;
- Хальхи ача-пӑча площадки.
Умра ӗҫ нумай-ха, анчах пуҫламӑшне хунӑ.
Алексеевкӑра пурӑнакансене пурне те канма хӑтлӑ вырӑн туса хурас тӗллев патне кашни кун ҫывхартать.
#ППМИ2026#Бижбулякскийрайон#Алексеевка #Благоустройство #МестныеИнициативы
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/sp_bizh