

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче Пăслăк ялӗнче пурӑнакансемшӗн паллӑ пулӑм — ача сачӗн ҫуртне чаплӑн уҫни пулнă.
Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӳрӗ лини ҫине 2025 ҫулта Пăслăк ялӗнчи «Солнышко» ача сачӗн заведующийӗ ҫурт-йӗре юсамалли тата ача-пӑча вылямалли лаптӑка ҫӗнетмелли пирки видео-ыйту ҫырса янă.
Юсава «Башнефть» АНК ПАО пулӑшнипе тума май килнӗ. Кӗске вӑхӑтра ҫурт тӑррине улӑштарнӑ, фасадне юсанӑ, электропроводкӑна улӑштарнӑ, шалта капӑрлатнӑ. Подряд организацийӗ «НУР ЭЛИТСТРОЙ» ООО пулнӑ.
Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов строительсене, «Башнефть» АНК ПАО компанине тав тунă, ял ҫыннисене саламланă. Савӑнӑҫлӑ уҫӑлӑва ачасем патне генеральнӑй директор ҫумӗ, «Башнефть» АНК ПАО компани аппарачӗн ертӳҫи Вячеслав Александрович Клепиков килнĕ, вӑл Пăслăк ялӗнче пурӑнакансене саламланӑ, ача сачӗн ҫурчӗн символла уҫҫисене ачасене панӑ.
— Ӗлӗк пирӗн нимӗнле услови те пулман, уҫӑлса ҫӳремелли зона та çукчĕ. Эпир ача сачӗн ҫуртне юсас ыйтупа темиçе те тухрăмăр. «Башнефть» пулӑшнипе эпир ача сачӗн территорине асфальт сарма, ача-пӑча вылямалли площадка вырнаҫтарма тата ҫурта тӗпрен юсама пултартӑмӑр. Пирӗн воспитанниксем ҫакӑн пек лайӑх условисемшӗн тав тӑвасса, ача сачӗн персоналӗ ҫӗнӗ пурлӑха упрасса шанатпӑр, — каласа панă Пăслăкри Константин Иванов ячĕллĕ вăтам шкул директорӗ Людмила Афанасьева.
Чаплӑ уҫни Пăслăк ялӗпе Пишпӳлек районӗн пурнӑҫӗнчи тӗп пулӑмсенчен пӗри пулса тӑнă. Ял ҫыннисем валли ял 300 ҫул тултарнине уявлас умӗн республика влаҫӗсенчен тата «Башнефть» компанирен питӗ лайӑх парне пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz