+13 °С
Ясно


«Алексеевка ялӗнчи «Улмуҫҫи сачӗ» асӑну паркне тирпей-илем кӗртесси» ППМИ-2026 проекта пурнӑҫа кӗртесси малалла пырать.
Сентябрӗн 26-мӗшӗнче «Ксил-Балтекс» ООО подряд организацийӗн специалисчӗсем ача-пӑча тата спорт зонисен оборудованийӗсене монтажлама тытӑннӑ.
Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа (ППМИ) вырӑнти шайри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене татса пама бюджет укҫи-тенкине граждансемпе юридика сӑпачӗсен вклачӗсемпе пӗрлештерме май парать.
#ППМИ2026
#Башкортостан
#Бижбулякскийрайон
#Алексеевка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.