

ППМИ-2026 «Алексеевка ялӗнчи «Улмуҫҫи сачӗ» Асӑну паркне тирпей-илем кӗртесси» проекта пурнӑҫласси малалла пырать.
Проект шайӗнче баскетбол площадкине карталама юпасем вырнаҫтарнӑ. Ӗҫсене Алексеевка ялӗнче пурӑнакан Станислав Владимирович Дмитриев тата Пишпӳлек ял Совечӗн ӗҫченӗсем хутшӑннă.
Тунӑ ӗҫшӗн хутшӑннисене пурне те тав тӑватпӑр!
Цемент ирӗлчӗкӗ хытса ларнӑ хыҫҫӑн картана хӑйне вырнаҫтарма тытӑнӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра «Ксил-Балтекс» ООО подряд организацийӗ чуччу вырнаҫтарассине вӗҫлӗ, пӗчӗккисем валли карусельпе саксем вырнаҫтарӗ.
Площадкӑри ӗҫсем вӗҫленмен пулин те, ачасем ӑна уҫасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Проект хӑйӗн тӗллевӗ — пур ҫыншӑн та юратнӑ кану вырӑнне тирпей-илем кӗртесси — патне шанчӑклӑн шӑвать.
#ППМИ2026
#Башкортостан
#Бижбулякскийрайон
#Алексеевка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/sp_bizh