Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Тимлӗх поезчӗ» акци Пишпӳлек районӗнче ӗҫне малалла тӑсать

«Тимлӗх поезчӗ» — СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен акци Пишпӳлек районӗнче ӗҫне малалла тӑсать.

«Тимлӗх поезчӗ» акци Пишпӳлек районӗнче ӗҫне малалла тӑсать
«Тимлӗх поезчӗ» акци Пишпӳлек районӗнче ӗҫне малалла тӑсать

«Тимлӗх поезчӗ» — СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен акци Пишпӳлек районӗнче ӗҫне малалла тӑсать. Иртнӗ эрнере вӑл Михайловкӑра, Хушăлкара тата Сухоречкӑра пулнӑ. «Поезд» йышне район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов, «Защитники Отечества» Фондӑн социаллӑ координаторӗ Гузель Хисамутдинова, район администрацийӗн специалисчӗсем кӗнӗ. Иртнӗ тӗлпулусенче вӗсем ҫынсене ятарлӑ операцие хутшӑнакансене пулӑшмалли мĕнпур мерӑсем ҫинчен, ҫавӑн пекех ку енӗпе туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа панă. Унсӑр пуҫне тӗлпулусене хутшӑнакансем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пама пултарнă, вӗсем квалификациллӗ хуравсем илнĕ. Уйрӑммӑн пӑхмалли ыйтусене ӗҫе илнӗ, тӗрӗслевре тӑраҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

«Тимлӗх поезчӗ» акци Пишпӳлек районӗнче ӗҫне малалла тӑсать
«Тимлӗх поезчӗ» акци Пишпӳлек районӗнче ӗҫне малалла тӑсать
Автор: Марина Иванова
Читайте нас