Пушкӑртстан тӗп хулине регион делегацийĕсем «Ҫамрӑк профессионалсем» (WorldSkills Russia)-2021 Наци чемпионачӗн финалне малалла килеççĕ.
Мускавран килнӗ 411 ҫын делегаци йышӗнче, ҫав шутра 193 конкурс-146 чемпионат компетенцийӗ енӗпе. Ҫӗр регион представителӗсен пӗр пайӗ Уфра ӗнтӗ.
«Эпир Уфана ҫӗнтерӳшĕн вӗҫетпӗр, пирӗн урӑх вариантсем ҫук. Эпир WorldSkills стандартсем енӗпе чемпионатсен чи йышлӑ та абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫисем», — пӗлтернӗ Елена Сумакова, Мускаври професси пӗлӗвне аталантармалли центрӗн директорӗн заместителӗ.
Маларах Пушкӑртстанӑн тӗп хулине Якути, Хабаровск тата Краснодар крайӗнчен делегацисем, Кабардино-Балкар Республикинчен, Санкт-Петербургран (унта 77 компетенципе тупăшакан 110 ҫын шутланать) килсе çитнĕ.
Пушкӑртстанӑн команди 103 компетенципе ӑмӑртусене хутшӑнӗ. Республикӑн пӗрлештернӗ йышӗнче 498 ҫын — 280 конкурсант тата 218 эксперт.
Пӗтӗм ӑмӑрту Раҫҫейри 76 регионти командăна пӗрлештерӗ. Вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне 105 компетенцире кӑтартӗҫ. Компетенцисене хӑйсене ҫичӗ блока пайланӑ: строительство тата строительство технологийӗсем, информаци тата коммуникаци технологийӗсем, пултарулӑхпа дизайн, производствӑпа инженери технологийӗсем, пулӑшу сферисем, транспорт тата логистика, пӗлӳ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительстви.