

Пушкӑртстан шкулӗсем пуҫламӑш классенче вӗренекенсем хушшинче тĕрĕс апатлану тата ӳт-пӳ хастарлăхне профилактикӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен проекта кӗчӗҫ. Ҫавӑн пекех Мускав тата Саратов облаҫӗсен шкулĕсем проекта хутшӑнакансен шутӗнче.
ПР Вӗренӳ Министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекен проект 2021-2022 вӗренӳ ҫулӗнче виҫӗ шкулта пурнӑҫланать: Мустафина ячӗллӗ Уфари хула гимназийӗ , Уфари 5-мĕш лицейра, Бирскри начар калаçакан ачасен коррекци шкулӗнче.
Программа ачасене эндокрин чирӗсемпе пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатма тӗллев лартать тата 2014 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Сывлăх сыхлав министерстви пулӑшнипе Раҫҫейре наци шайӗнче пурнӑҫланать.
2021 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи май уйӑхӗччен суйласа илнӗ шкулсенче вӗренӳ хутлӑхӗнче тата ҫемьесенче рационаллӑ апатлану тата физкультура ҫителӗклӗ шайра пулмалли темăпа учительсемпе ашшӗ-амӑшӗ валли занятисем ирттерӗҫ. Занятисене ача-пăча эндокринологĕсем ирттерӗҫ.
Сотрудничество йĕркипе шкулсене урамри ача-пăча спорт площадкисене лайăхлатма май пур.
"Башинформ" информацийĕпе.