Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
16 Ноябрӗн 2021, 17:08

Стерлибаш районĕн делегацийĕ çамрăксен политикин ĕçĕпе паллашнă

Паян Пишпӳлек районӗнче Стерлибаш район администрацийӗн пуçлăхĕн заместителӗ Флюр Шагисултанов ертсе пынӑ Стерлибаш районĕн делегацийӗ пулнă.

Ҫамрӑксен политикин сферинчи ĕçĕпе паллашасси тата опытпа улшӑнасси ҫул ҫӳрев тӗллевĕ пулнă. Район хӑнисем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗпе Алексей Даниловпа ҫамрӑксен "Вектор" центрӗн ӗҫӗпе паллашрӗҫ, специалистсемпе тĕл пулчĕç, ӗҫсемпе практикӑна тӗпчерӗҫ. Ҫавӑн пекех стерлибашсем "9 рота" шырав юхӑмӗн ӗҫ-хӗлӗпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ - Демскинчи таврапĕлÿ музейӗн хӑнисем пулса тӑчӗҫ.
Ҫулҫӳрев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлас ыйтусемпе пирӗн районсем хушшинче тачӑрах ҫыхӑну тытасси ҫинчен йышӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çамрăксен "Вектор" центрĕн ВКонтакте страницинчен.

Стерлибаш районĕн делегацийĕ çамрăксен политикин ĕçĕпе паллашнă
Стерлибаш районĕн делегацийĕ çамрăксен политикин ĕçĕпе паллашнă
Стерлибаш районĕн делегацийĕ çамрăксен политикин ĕçĕпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: