Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
4 Декабрӗн 2021, 18:46

Пушкӑртстанри икӗ студентка кашни 1 млн тенкӗ выляса илнĕ

Хĕрсем "Твой Ход" конкурсĕнче 200 ҫӗнтерӳҫĕ йышне кӗнĕ.

Пушкӑртстанри икӗ студентка кашни 1 млн тенкӗ выляса илнĕ
Пушкӑртстанри икӗ студентка кашни 1 млн тенкӗ выляса илнĕ

Уфари патшалӑх нефтьпе техника университетӗнче вĕренекенсем Карима Ахтямовапа Эльвина Набиева Пӗтӗм Раҫҫейри президент платформинчи "Россия – страна возможностей" " Твой Ход" конкурсĕнче 200 ҫӗнтерӳҫĕ йышне кӗнĕ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 1 000 000 тенкӗ укҫа премийӗсем панă, ăна вӗренме, стартапа хута яма е пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма яма юрать. Унсӑр пуҫне вӗсем пурте Раҫҫей тăрăх пысăк ҫулҫӳреве кайӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Твой Ход" студентсен конкурсӗ пӗрремӗш хут иртрӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем "Россия – страна возможностей" АНО, Çамрӑксен ӗҫӗсен федерацин агентстви тата Студентсен клубӗсен наци лиги пулнă, РФ наукӑпа аслӑ пӗлӳ Министерстви пулӑшнипе .
Пӗтӗм Раҫҫейри студентсен пĕрремĕш "Твой Ход" конкурсне хутшӑнма пӗтӗм Раҫҫейри аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсен 560 пин ытла студенчĕ заявкӑсем панӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри икӗ студентка кашни 1 млн тенкӗ выляса илнĕ
Пушкӑртстанри икӗ студентка кашни 1 млн тенкӗ выляса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: