Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
1 Апрелӗн 2022, 10:15

Раççейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ

Ӗнер ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тивӗҫлӗ указа алӑ пуснӑ.

Раççейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ
Раççейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раççейре ҫар службине кайма чӗнекен ҫурхи призыв пуҫланать.

Ӗнер ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тивӗҫлӗ указа алӑ пуснӑ.

Палӑртнӑ тӑрӑх, призыва РФ 82 регионтан 134,5 пин ҫын лекеҫҫӗ. Миноборона пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл географи условийĕсене пула Коми, Камчатка, Приморье, Красноярск крайĕ, Амур, Иркутск, Магадан тата Сахалин облаҫӗсен, ҫавӑн пекех Ненец тата Ямало-Ненец АО районӗсене тӗкӗнмӗ.

Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх,"пулас призывӑн мероприятийӗсем [Украинӑра] ятарлă ҫар операцийӗ ирттерессипе ниепле те ҫыхӑнса тӑманнине, мӗншӗн тесен унта контрактпа ӗҫлекен офицерсемпе ҫар ҫыннисен ҫеҫ хутшӑнмалла" тесе пĕлтернĕ.

Призыв июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, призывниксене сборнӑй пунктсенчен ҫарсене ӑсатасси майӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунĕнче пуҫланӗ. Ҫав хушӑрах призыв пункчӗсенче Covid-19 хирĕс прививка тунă е чирлесе ирттернӗ тата антитела пур специалисчӗсем ҫеҫ ӗҫлеме пултараҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, апрелӗн 14-мӗшӗнче Раççейре ҫурхи призва халалланӑ хӗрӳ лини уҫӑлать. Номерсем: 8 (495) 498-96-96, 8 (495) 498-96-97, 8 (495) 498-96-98.

https://www.tatar-inform.ru/news

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ (архивран). 

Раççейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ
Раççейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: