Ҫакӑ импорта улӑштарассине татса пама пулӑшать.
Уфари ученӑйсемпе студентсене генератора шухăшласа кăларма тата ӑна туса хатӗрлеме ҫулталӑка яхӑн кирлӗ пулнӑ. Халӗ ҫӗнӗлӗхĕн сӑнавсем иртеҫҫӗ, унтан ТВ7-117 двигателе электричествӑпа ӗҫлеттерме тата борт сетӗнчи потребительсене ĕçлеттерме электроэнерги парса усӑ курĕç. Пушкӑртстанри ГТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, ТВ7-117 двигателе Ил-114 тата ТВРС-44 самолетсем çине вырнаҫтарӗҫ. Ҫакна та палӑртмалла: маларах хамӑр ҫӗршыври вӗҫев аппарачӗсем ҫинче электрозапускпа усӑ курман. Ку вара Уфа инженерĕсем импорта улӑштарас ыйтупа ҫеҫ мар, самолетсене ҫӗнетес тӗлӗшпе те ӗҫленине пӗлтерет.
Интереслӗ, стартер-генератор тунӑ команда пӗтӗмӗшпех УГАТУ студенчĕсемпе унтан вӗренсе тухнăскерсенчен тӑрать. Вӗсем - пӗчӗк инновациллӗ предприяти тата университет инженерӗсем.
"МГ" информацийĕпе.