+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çакăн пирки Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов хăйĕн социаллă сетьри страницинче пĕлтернĕ.
— Ӗнер районта Пăслăкри вӑтам шкул базинче ҫарпа хирти сборсем пуҫланчӗҫ. Ҫар хатӗрлевне районти тӗрлӗ шкулсенчен 50 ытла ача иртĕ. Пӗтӗм программӑна икĕ кунлӑха палӑртнӑ. Малтанхи кун ачасем Алкина кайса Калашников автоматӗнчен пеме те ĕлкĕрчĕç. Паян кун йĕркинче ГТО нормисемпе строевой хатӗрленӳ нормисене парасси.
Ачасене ӑнӑҫу сунатпӑр! - çырать Артур Мухлисович.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.