Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
17 Майӑн 2022, 21:20

Пишпÿлек районӗнче ҫар сборӗсем иртеҫҫӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пишпÿлек районӗнче ҫар сборӗсем иртеҫҫӗ
Пишпÿлек районӗнче ҫар сборӗсем иртеҫҫӗ

Призыв ҫулӗнчи кашни ҫамрӑкӑн хӑйне малтанах ҫар службине хатӗрлемелле. Ҫак тӗллевпе ҫулсеренех май уйӑхӗнче ҫар сборӗсем иртеҫҫӗ. Йӗркеленнӗ традиципе вӗсем Пăслакри вӑтам шкул базинче иртеҫҫӗ.
Кӑҫал ҫар сборне районти вӑтам шкулсенчен 50 ытла ҫамрӑк хутшӑнать.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов социаллă сетьре ҫапла ҫырать: "Пӗтӗм программӑна икĕ кунлӑха палӑртнӑ. Малтанхи кун ачасем Алкинăна кайса Калашников автоматӗнчен пеме те хутшӑннă. Паянхи кун ГТО нормисемпе строй хатӗрленӳ нормисене панă".
Малтанхи теорие ачасем ОБЖ урокӗсенче хатӗрленнĕ. Сборсен тӗп тӗллевӗ - илнӗ пӗлӗве практикӑра ӗҫлесе пӗтересси. Ҫамрӑк ҫынсем ҫар службин уйрӑмлӑхӗсемпе паллашнă, служащисен йӑлисене пӗлнĕ, строй, пересси, тактика, физкультура хатӗрлевӗпе медицина пулӑшӑвне алла илнĕ.
Ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/arturzaripov74?w=wall79722190_2247

Пишпÿлек районӗнче ҫар сборӗсем иртеҫҫӗ
Пишпÿлек районӗнче ҫар сборӗсем иртеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: