Пуканесене иртнӗ пурнӑҫӑн пуянлӑхӗ тесе шутлас йӑла пур. Хӗрарӑмсем тахҫантанпах ҫынна хӳтӗлеме хатӗрленӗ тӗрлӗ сыхлавсем хатӗрлеҫҫӗ. Ун пек сыхлакансем халӗ те хӑйсен ҫивӗчлӗхне ҫухатман.
Июнӗн 16-мӗшӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Пулăшакан пуканине хатӗрлесси" темӑпа мастер-класс ирттернӗ.
Ачасене ҫӗлемелли меслетсӗр ҫӗтӗк-ҫатӑксенчен пукане хатӗрлеме, йăла-йĕркепе тата культурӑпа кӑсӑклантарма, асаттесен пултарулӑхӗпе илĕртме, паллаштарма тӗллевпе ирттернĕ занятине.
Занятинче ачасем халӑх пуканин хальхи обществăри пӗлтерӗшӗпе паллашнӑ, пукане - сыхлав тӑвас меслетпе паллашнӑ.
Ачасене темиҫе татӑк пир, ахаль ҫип, пултарулӑх ҫеҫ кирлӗ пулчӗ — пукане хатӗр те. Ачасем ҫӑмӑлах меслетпе кил-ҫуртпа ҫемьене упрама усӑ курма, ҫавӑн пекех оригиналлӑ парне тума вӗреннĕ.
Пукане хатӗрленӗ май ачасем хавхалануллă ҫитӗнӳсен чи хаклӑ опытне илнĕ: "Эпӗ тӑрӑшрӑм, турӑм, çавăнпа ман та пулчӗ!».
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.