Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
24 Июнӗн 2022, 22:43

Уфа шахматистки Раҫҫей чемпионачӗн Аслӑ лигине тухнă

Юлия Григорьева хӑйӗн результачӗсемпе статусне ҫавӑн пек ҫӗклеме тата ӳстерме тивӗҫлӗ пулнӑ.  

Уфа шахматистки Раҫҫей чемпионачӗн Аслӑ лигине тухнă
Уфа шахматистки Раҫҫей чемпионачӗн Аслӑ лигине тухнă

Обнинскра (Калуга облаҫӗ) Раҫҫей чемпионачӗн шахмат енӗпе ӑмӑртусен Аслӑ лиги пуҫланать. Турнира хутшӑнакансен хушшинче Уфари талантлӑ юниорка, "Толпар" СК представителӗ Юлия Григорьева та пулать.
Ҫакӑн пек сумлă турнира хутшӑнма Юлия тивӗҫлĕ. Григорьева паян ҫӗршыври чи ҫамрӑк спортсмен шутланать, Раççейри юниоркăсен хушшинчи первенствăра иккĕмĕш вырӑн йышăнни, çавна çирĕплетет. Хасăр Юлия çитĕннĕ шахматисткӑсемпе ăмăртĕ. Ҫакна, паллах, тума кӑткӑсрах, анчах та Раҫҫей шахмат федерацийĕн шучӗпе, Уфа спортсменки хӑйӗн результачӗсемпе статусне ҫавӑн пек ҫӗклеме тата ӳстерме тивӗҫлӗ пулнӑ.


"МГ" информацийĕпе.

Уфа шахматистки Раҫҫей чемпионачӗн Аслӑ лигине тухнă
Уфа шахматистки Раҫҫей чемпионачӗн Аслӑ лигине тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: