Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Июнӗн 2022, 10:00

Радий Хабиров Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Шуратӑл шывӗ хӗрринче Ҫамрӑксен кунне уявлама хутшӑннă.  

Радий Хабиров Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннă
Радий Хабиров Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Шуратӑл шывӗ хӗрринче Ҫамрӑксен кунне уявлама хутшӑннă.

"Маншӑн паян сирӗнпе юнашар пулма, сирӗн хастарлӑхпа ҫутӑ шухӑшӑрсемпе пуянланма пысӑк чыс. Пирӗн республика – питӗ ҫамрӑк, пирӗн ҫамрӑксем – чи лайӑххисем. Эсир питӗ лайӑх вӗренетӗр, профессионал пулатӑр. Шӑпах эсир наукӑра пысӑк утӑмсем тӑватӑр, спорт арени ҫинчи ҫӗршыв чысне хӳтӗлетӗр, Донбасри нацизмпа, пӗтӗм ҫӗршыври пин-пин ҫамрӑк йӗкӗтсемпе кӗрешнӗ пекех, кӗрешетӗр. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн.

Пирӗн республикӑра вӑйлӑ та ҫутӑ ҫынсем нумай ҫуралнă, вӗсенчен тӗслӗх илмелле. Эсир тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинче нихҫан та чарӑнса ан тӑрӑр тетӗп. Вениамин Каверинӑн "Икӗ капитан" романӗнче пирӗн ентеш, полярнăй штурман Валериан Альбанов, пӗр геройӑн сӑнарӗ пулса тӑчӗ. Ҫак произведенин девизӗ – "Кӗрешмелле те шырамалла, тупмалла та парӑнмалла мар". Сире ҫакна сунатӑп. Ӗҫ тухмасан, пирӗн тепӗр ентешӗн – Раççей геройӗн, генерал-майор Шаймуратовӑн девизне аса илӗр – " Потомки Салавата отступать не умеют».

Уяв ячӗпе! Телейпе сывлӑх сунатӑп сире, ачасем!" — тенӗ Радий Хабиров ҫамрӑксене.

https://www.bashinform.ru информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

 

Радий Хабиров Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннă
Радий Хабиров Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: