Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
29 Августӑн 2022, 16:01

Минигали Шаймуратов ҫуралнӑ кунĕ тӗлне

Ҫак куна уявланӑ май Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн "шаймуратов" класĕнче вӗренекенсем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркĕнче мероприяти ирттернĕ.

Минигали Шаймуратов ҫуралнӑ кунĕ тӗлне
Минигали Шаймуратов ҫуралнӑ кунĕ тӗлне

Августӑн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин наци геройӗ, ҫар пуҫлăхĕ, 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизин легендарлă командирӗ, Раҫҫей Геройӗ Минигали Шаймуратов ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗн патриочӗ, тивӗҫлӗхпе чыслӑх ҫынни пулнӑ.
Ҫак куна уявланӑ май Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн "шаймуратов" класĕнче вӗренекенсем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркĕнче мероприяти ирттернĕ. Директорӑн воспитани ĕçĕпе заместителӗ Розалия Сафонова героя унӑн тӑхӑмӗсем мӗнле хисепленине палӑртнă. Минигали Шаймуратов наци геройӗ пулса тӑнă, ун ҫинчен юрӑсем хываҫҫӗ, сӑвӑсем ҫыраҫҫӗ, ӑна хисеплесе урамсемпе ялсене ят параççĕ. Ку ҫын, паллах, мăнаçлăха тивӗҫлӗ.
Класс ертӳҫи Владислав Петров ачасене легендарлӑ генерал биографийӗпе паллаштарнă.
Класс кураторӗ Александр Михайлов ачасене "шаймуратов" класӗнче вӗренни хисеплӗ те яваплӑ пулни çинчен ӑнлантарса панă.
Пухӑннӑ ҫынсем ҫапӑҫу хирӗнче тӗрлӗ вӑхӑтра вилнисене пурне те пӗр минут шăп тăрса чысланă, геройсен обелискӗсем умне чечексем хунă.
Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр асӑнмалӑх! Шаймуратов генерала ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Минигали Шаймуратов ҫуралнӑ кунĕ тӗлне
Минигали Шаймуратов ҫуралнӑ кунĕ тӗлне
Минигали Шаймуратов ҫуралнӑ кунĕ тӗлне
Минигали Шаймуратов ҫуралнӑ кунĕ тӗлне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: