Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Октябрӗн 2022, 20:05

Кая хăварнă чӗнӳ: Пушкӑрт ҫар комиссариатӗнче кӗрхи призыв хӑҫан пуҫланнине каласа панă

Кӗрхи призыв кампанийӗ, яланхи пекех, декабрӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленет.

Пушкӑртстанра 2022 ҫулхи кӗрхи призыв ноябрӗн 1-мӗшӗнче, ытти чухнехинчен пӗр уйӑх каярах, пуҫланать, пĕлтернĕ республикӑри ҫар комиссариатӗнче "Башинформа". Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 30-мӗшӗнче Владимир Путин Президент хӑйӗн указӗпе пӗрремӗш хут 2022 çулхи кӗрхи призывӑн пуҫламӑшĕн срокне куçарнă. Кун пек решение пӗтӗм ҫӗршыв анлӑшӗпе йышӑннӑ, уйрӑм мобилизаци пирки военкоматсен ĕç нумай тиенĕрен, ӑнлантарнӑ Кремльте.
Кӗрхи призыв кампанийӗ, яланхи пекех, декабрӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленет.
Кӑҫал пурӗ 120 пин ҫынна, урӑхла каласан, пĕлтĕрхинчен 7,5 пин ҫын сахалрах, чӗнме палӑртнӑ. Сроклă служба призывникӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ямаççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Кая хăварнă чӗнӳ: Пушкӑрт ҫар комиссариатӗнче кӗрхи призыв хӑҫан пуҫланнине каласа панă
Кая хăварнă чӗнӳ: Пушкӑрт ҫар комиссариатӗнче кӗрхи призыв хӑҫан пуҫланнине каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: