Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
26 Кӑрлач 2023, 11:10

Владимир Путин студентсемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне ҫӗнӗрен ирттермелли шухӑша ырлать

Президент шучĕпе, çакă питĕ лайăх шухăш.

Владимир Путин студентсемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне ҫӗнӗрен ирттермелли шухӑша ырлать
Владимир Путин студентсемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне ҫӗнӗрен ирттермелли шухӑша ырлать

 РФ Президенчӗ Владимир Путин малашлӑхра студентсемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне ҫӗнӗрен ирттерме май пулӗ тесе шутлать. "Шухăш сирӗн лайӑх. Хальхи условисенче ӑна пурнӑҫлама ҫӑмӑлах пулмасть пулӗ. Апла пулин те 2017 ҫулта, 2014 ҫулхи Крымри событисене пӑхмасӑрах, эпир [студентсемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне] ирттертӗмӗр тата питӗ ӑнӑҫлӑ ирттертӗмӗр", — тенĕ Путин РУДН студентки Дарья Семенова Сочире 2017 ҫулта иртнӗ фестивале тепӗр хут тума сӗннине хирӗҫ хуравласа.

"Ман шутпа, пурте хӑй вӑхӑтӗнче пулмалла. Анчах шухăш хӑй тӗллӗн питӗ тӗрӗс. Паллах, эпир пулӑшӑпӑр", — хушса хунă Президент. Ҫав хушӑрах вӑл влаҫсен кӑмӑлӗнчен пӗтӗмпех килмест тесе палӑртнӑ. Президент ҫавӑн пекех ҫакӑн пек мероприяти йӗркелес ӗҫе регионти влаҫсем пулӑшни пӗлтерӗшлӗ, "анчах чи малтан пӗтӗм тӗнчери тивӗҫлӗ тытӑмсемпе хутшӑнусем йӗркелемелле тата федераци центрӗн майӗсене мобилизацилемелле", - тесе хушса хунă.

https://tass.ru/obschestvo/16882847

Сăнÿкерчĕкĕ:Росмолодежь

Владимир Путин студентсемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне ҫӗнӗрен ирттермелли шухӑша ырлать
Владимир Путин студентсемпе ҫамрӑксен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне ҫӗнӗрен ирттермелли шухӑша ырлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: